Нумаях пулмасть Россельхознадзорӑн сайтӗнче Чӑваш Енре ют ҫӗршывсенчен кӳрсе килнӗ вӑрӑлӑх нумайланасса пӗлтернӗ. Хальлӗхе вӗсене АПШран, Болгарирен, Чилирен, Францирен илсе килеҫҫӗ.
Ведомство ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр те кӳрсе килнӗ вӑрлӑх нумай пулнӑ. Ку кӑҫал та ӳсессине пӗлтернӗ. Ӳсентӑран вӑррисене ытти ҫӗршыва яракан компанисен вӗсене тӗплӗн тӗрӗслемелле. Кун пирки 2015 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче тухнӑ саккунра каланӑ.
Вӑрӑлӑха ятарлӑ контейнерсенче кӳрсе килеҫҫӗ. Вӗсене питӗ лайӑх хупаҫҫӗ, сывлӑш кӗртмеҫҫӗ. Ку вӑрра кӳрсе килнӗ чухне уҫасран хӳтӗлет. Анчах специалистсен кайран та вӗсене лабораторире тӗрӗслемелле.
Ведомство Раҫҫее ют ҫӗршывран илсе килекен вӑрлӑх мӗнпур партийӗ пирки систерме ыйтать.
Раҫҫейри хӑш регионсем сӗт нумайрах суса илеҫҫӗ? Кун тӗлӗшпе танлашӑм (рейтинг) хатӗрленӗ.
Пушкӑрт тата Тутар республикисем, Алтай крайӗ пӗлтӗр «сӗт фермисем» пулса тӑнӑ. Ҫак виҫӗ регион сӗт туса илес енӗпе малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ку кӑтартусем пирки Top-RF.ru агентство пӗлтерет.
Пушкӑртстанра 2014 ҫулта 1773,1 пин тонна сӗт туса илнӗ. 2013 ҫулхипе танлаштарсан, ку 3,6% нумайрах. Тутарстанра та сӗт туса илесси 1% хӑпарнӑ. 2014 ҫулта унта 1728,8 пин тонна сӗт сунӑ. Алтай крайӗнче пӗлтӗр 1414,9 пин тонна сӗт сунӑ. Ку 2013 ҫулхипе танлаштаран, 103,%.
Вӗсем хыҫҫӑн рейтингра Краснодар крайӗ тата Ростов облаҫӗ вырнаҫнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта Раҫҫейре пӗтӗмпе 30,6 миллион тонна сӗт туса илнӗ. 2013 ҫулхипе танлаштарсан, ку кӑштах ҫеҫ нумайрах — 0,1%. Раҫҫейри 46 регионта сӗт туса илесси ӳснипе палӑрнӑ.
Рейтинга лекнӗ регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. Вӑл — 29-мӗш вырӑнта. Пирӗн республикӑра пӗлтӗр 423,1 пин тонна сӗт сунӑ.
Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ҫӗрулми куравӗ уҫӑлнӑ. Раҫҫейри 15 регион, Беларуҫ хӑйсен сорчӗсемпе, вӗсене мӗнле ҫитӗнтернипе тата упранипе паллаштараҫҫӗ. Ахаль ҫынсем те ку курава селекционерсем пекех чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
Виҫӗ куна тӑсӑлӑкан куравра элита вӑрӑсем туянма, ҫӗрулмирен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанма пулать.
Раҫҫейри чылай ҫын ҫӗрулмине иккӗмӗш ҫӑкӑр вырӑнне хурать. Илья Шиварев фермершӑн вара вӑл — пӗрремӗш вырӑнта. Унӑн ҫемйи ҫӗрулми кӑмӑллать. Вӑл куравра ав икӗ урапа ҫӗрулми сутнӑ. Кунта ҫын нумай хӗвӗшет-ҫке-ха.
Фестиваль тахҫанах регионсен шайӗнчи пулса тӑнӑ. Йӗркелӳҫӗсем пурӑна-киле вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри пулса тӑрасса та иккӗленмеҫҫӗ. Кунта фермерсем пӗр пӗринпе тӗл пулса ҫыхӑну йӗркелеҫҫӗ. Кунта нимӗнле санкци те хӑрушӑ мар.
Темиҫе компани хӑйсен ӗҫне кӑтартнӑ. Куравра ҫӗрулми упрамалли хальхи йышши вырӑн пирки те калаҫнӑ. Республикӑшӑн ку пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр кӑна 25 тонна ытла пахча-ҫимӗҫ вырнаҫакан темиҫе склад тунӑ.
Куравра ҫынсем апат-ҫимӗҫ сентрисенчен мар, вӑрлӑх сутнӑ ҫӗртен татӑлма пӗлмен.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен хальхи йышши приборсем туяннӑ. Вӗсемпе сӗт пахалӑхне тӗрӗслеме пулать.
Хатӗр-хӗтӗр Шупашкар районӗнчи ветеринари станцийӗсенче пулӗ. Унччен сӗте ӗне чирленӗ чирсен тӗлӗшпе ҫеҫ тӗрӗслеме пултарнӑ. Халӗ вара аппаратсем унра мӗн чухлӗ ҫу пулнине, шыв янипе яманнине те тӗрӗслеме пултарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗ Сергей Ефремов каланӑ тӑрӑх, сӗт пахалӑхне ӳстересси ӑна пухакан ҫынсемшӗнех усӑллӑ. Унӑн 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ Таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшӳллӗн пулмалла.
Хальлӗхе хатӗр-хӗтӗре Кӳкеҫре тата Ишекре лартнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлниччен вӗсем Шупашкар районӗнчи мӗнпур 17 ветеринари участокӗсенче те пулӗ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Шупашкара Венгрири ял хуҫалӑх министрӗ Шандор Фазекаш господин ӗҫпе килӗ. Вӑл кунта ҫыхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явас тӗллевпе ҫитӗ.
Венгри министрне ял хуҫалӑх предприятийӗсен элчисем ертсе ҫӳрӗҫ. Бизнес тӗлпулусем йӗркелеме палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енпе Венгри ял хуҫалӑх тӗлӗшпе ҫыхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явӗҫ. Шандор Фазекаш ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа та тӗл пулӗ.
Венгри пирӗн республикӑпа тахҫанах килӗштерсе ӗҫлет. Юлашки вӑхӑтра — уйрӑмах. Пӗлтӗр кӑна Венгрипе суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 40 процент ӳснӗ, ку 977,4 пин долларпа танлашнӑ.
Республика ертӳлӗхӗ ют ҫӗршывсемпе ҫухӑну йӗркелессине, аталантарассине экономика политикинче тӗп вырӑнсенчен пӗри пулнине палӑртать.
Паян Канаш районӗнче фермер пулма вӗрентнӗ. «Ӗҫ пуҫлакан фермерсене пулӑшасси» тата «Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси» программӑсемпе йӗркеленӗ семинара ҫынсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Унта ӗҫ пуҫлакан фермерсене, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисене тата агропромышленноҫ комплексӗ енӗпе тӑрӑшакан тӳре-шарана йыхравланӑ.
Пухӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров хӑйсен ӗҫне пуҫаракан фермерсене тата выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма патшалӑх укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнине пӗлтернӗ. 2012–2014 ҫулсенче 6 фермера тата 1 фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне выльӑх-чӗрлӗх фермисем ҫӗклеме пулӑшнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта вӑл палӑртнӑ самантран пӗри ял ҫыннисене тӳрремӗнех пырса тивет.
Михаил Васильевич ял хуҫалӑхӗнче сӗт туса илесси тухӑҫлӑ отрасль пулнине палӑртрӗ. Унтан та ытларах — сӗт сутса ҫулталӑкӗпех тупӑш илме май пур. Отрасль тикӗс ӗҫлесе пытӑр тесен сӗте туса илекенсен, ӑна пуханакансен тата тирпейлекенсен пӗр-пӗринпе килӗштерсе, кашнишӗн усӑллӑ хутшӑну йӗркелемелле тесе шухӑшлать Элтепер.
Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, сӗт туса илекенсен хушшинче конкуренцие аталантарассипе юлашки ҫулсенче республикӑра самай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫуркуннепе ҫулла сӗт хакӗ чакнишӗн ял халӑхӗ тӗрӗсех кӑмӑлсӑрланать тесе шухӑшлать республика Элтеперӗ. «Ҫавӑнпа та Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин, Экономика аталанӑвӗн министерствин, Ветеринари службин тата районсемпе хуласен администрацийӗсен сӗт пахалӑхне тата ун хакне тӗрӗслесе тӑмалла», — палӑртрӗ Михаил Игнатьев.
Уйрӑм хушма хуҫалӑхсемпе сӗт укҫипе татӑлма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тухӑҫлӑ тытӑм йӗркелемелле. Ун пекки пысӑк хуҫалӑхсем валли пур-мӗн.
Республикӑри организацисем пӗлтӗрхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче ӗҫленине тишкернӗ те хайхисем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗ таса тупӑш илнине палӑртнӑ.
382 организаци 13,4 миллиарда яхӑн тупӑш курнӑ, 168 компани 11,6 миллиарда яхӑн тӑкак тӳснӗ. Тирпейлекенсем уйрӑмах тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсем 478 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ. Курттӑммӑн тата ваккӑн сутакансем, автотранспорт тата йӑлари япала юсакансем те, пӗтӗмӗшле илсен, тупӑш илеймен. Вӗсен тӑкакӗ 297 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ял хуҫалӑх отраслӗ (тӗлӗнмелле те, савӑнмалла та) пуринчен ытла тупӑш курнӑ. Ҫак хисеп унта — 957,9 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Тӑкаклӑ предприятисен шучӗ йышланнӑ, вӗсен шучӗ 4,5 процент нумайланса 30,5 процента ҫитнӗ. Тупӑшсӑр ӗҫлекенсем транспортпа ҫыхӑнура (56,4%), ҫурт-йӗр фондне тытса тӑнӑ ҫӗрте (38,5%) уйрӑмах йышлӑ. Ял хуҫалӑхӗнче — сахал (4,8).
Юлашки вӑхӑтра купӑста хакӗ ӳсни пирки калаҫаҫҫӗ. Чӑнах та, пасарпа лавккасенче унӑн хакӗ палӑрмаллах хӑпарнӑ. Ҫакна тӗрӗслес тӗллевпе ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫула тухнӑ.
Хӑйӗнпе пӗрле журналистсене те илнӗ. Пӗр ыйтӑва уҫӑмлатма тӗллевленнӗ: купӑста туса илекен аллинчен кайса лавкка сентри ҫине ҫитиччен мӗн чухлӗ хакланать?
Министр Элӗк районне ҫитнӗ. Кунта пахча ҫимӗҫ ӳстерекен чылай. Сергей Волков фермерӑн хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ. Вӑл 31 гектар ҫӗр ҫинчен 910 тонна пахча ҫимӗҫ туса илнӗ.
Курттӑммӑн туянакансем 22 тенкӗпе пухаҫҫӗ-мӗн. Волков хуҫалӑхӗ тахҫанах ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Фермер ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать. Нумаях пулмасть пахча ҫимӗҫ упрамалли вырӑн тунӑ вӑл. Волков купӑста сутса тупӑш тӑвасшӑн.
Министр Шупашкарти «Николаевски» пасарта та пулнӑ, лавккасене те ҫитнӗ. Ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: пасарта купӑста хакӗ пӗчӗкрех. Ӑна унта 23 тенкӗпе туянма пулать тӗк лавккара 1 килограмшӑн 30 тенкӗрен кая мар кӑларса хумалла. Туянакансем те хак ӳснине туйнине пӗлтернӗ.
Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтерет. Ҫӗршывӑн правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хушнипе ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ апат-ҫимӗҫ хакне тӗрӗслет иккен. Хушӑва пурнӑҫлассине вӑл Чӑваш Енрен тытӑннӑ.
Маларах асӑннӑ МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра апат-ҫимӗҫ эмбарги туса хунӑ хыҫҫӑн Раҫҫейре ҫӗрулми вӑтамран 0,2 процент хакланнӑ пулать, пирӗн республикӑра вара — 29 процент. Купӑстана 20 процент хаклӑрахпа туянма тивет, Чӑваш Енре унӑн хакӗ 100 проценчӗпех ӳссе кайнӑ имӗш. Дмитрий Медведев премьер-министр Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ чух кӗпӗрнатторсемпе тата монополипе кӗрешекенсемпе пӗрле хаксене тӗрӗслеме хушнӑ-мӗн. Медведев Чӑваш Енри хаксем мӗншӗн ҫавӑн пеккипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ пулать.
Медведев хушнине пурнӑҫласа ӗнер Николай Федоров министр пирӗн республикӑри хаксене тӗрӗсленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |